Мажино йĕрĕ
Википедири материал
Мажино йĕрĕ, — 1929—1934 çулсенче туса лартнă французсен хӳтлĕх системи (1940 çулчен çĕнĕтсе тĕреклетнĕ). Вăл Германи çумĕнчи Бельфортран Лонгюйона çити тăсăлнă пулнă; тăршшĕ 400 çухрăма яхăн. Хӳтлĕхе франци çар министрĕн Андре Мажино (André Maginot) генералăн ятне панă, мĕншĕн тесен çак линийе вăл шутланипе хапартма пуçланă. 1940 çулта нимĕç çарĕсем Бельги çĕрĕ витĕр «Мажино линийĕн» кай енне тухнă хыççăн Мажино гарнизонĕ капитуляциленĕ.