Мельниченко Андрей Игоревич
Википедири материал
Андрей Игоревич Мельниченко — Раççей усламçи. 1972 çулхи пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче Белорусинчи Гомель хулинче физик-тĕпчевçĕ çемйинче çуралнă.
Forbes журнал версийĕ тăрах 2007 çулта унăн пурлăхĕ $4,6 млрдпа танлашнă.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Республикăри физика олимпиадинче çĕнтернĕ хыççăн МПУ çумĕнчи 18-мĕш номерлĕ физикăпа математика шкул-интернатĕнче вĕреннĕ. МПУ-ĕн физика факультетĕнче пĕлӳ пухнă.
1991 çултанпа услам ĕçĕсемпе тăрмашланнă — турфирма уçнă, оргтехникăпа сутă-илӳ тунă, валютăна улăштарнă.
Хăй каланă тăрăх, валютăпа хăтланнă тапхăрта $50 пине яхăн услам пуçтарнă.
1993 çулхи пуш уйăхĕнче аслă курсра вĕренекен Андрей Мельниченко юлташĕсемпе пĕрле МДМ ятлă финансăпа кредит компанине йĕркеленĕ.
Хальхи вăхăтра МДМ ушкăнĕн 50 % акци пуххи ун аллинче, çавăнта çак холдингсем кĕреççĕ:
- Çĕпĕрти кăмрăк энергетиклă компанийĕ (ÇКЭК): «Востсибуголь», Читинская и Красноярск кăмрăк компанийĕ;
- «ЕвроХим» компанийĕ: Ковдорти ГОК, «Фосфорит», «Невинномыс азочĕ», Литвари Lifosa.
- Инвестици компанийĕ «Ринако», ун шутĕнче:
ОАО «Таганрог металлурги завочĕн», ОАО «Кузнецк ферросплавĕсем», ОАО «Волгоградри трактор завочĕн», ОАО «Волгоградри мотор завочĕн», ОАО «Пичет кăларăвĕн çурчĕ «Век информации»» акцийĕсен пысăк пуххисем.