Миасс (юханшыв)
Википедири материал
Миасс — Урал тăрăхĕнчи юханшыв, Исет юханшывăн сылтăм юппи.
Юханшыв тăршшĕ 658 çухрăм. Çăлкуçĕ Пушкăртстанра, Уралтау хребечĕн хĕвелтухăç енче вырнаçнă. Бассейн лаптăкĕ 21 800 км2, Исете юхса кĕнĕ çĕрте вăтамран пĕр çеккунтра 15, 4 м3 шыв юхать.
Тĕп юпписем: Атлян, Ман Киалим, Бишкуль, Зюзелга.