Cookie Policy Terms and Conditions Монако — Википеди

Монако

Википедири материал

Principauté de Monaco
Principatu de Munegu

Монако княжестви
Монако ялавĕ Монако гербĕ
Монако карта çинче
Патшалăх чĕлхи француз
Тĕп хула [[Монако]]
Чи пысăк хула Монте Карло
кнĕçе Albert II, (Монако патшалăхĕн кнĕçе)
министр Жан-Поль Пруст
Лаптăк
- пĕтĕмпе
- шыв пайĕ
193 вырăнта
1,95 км2
0%
Халăх йышě
 - пĕтĕмпе (2006)
 - çын/км2
210 вырăнта
35 656
18 258/км2
Валюта ячě Евро
Вăхăт поясě ГВ +1 пуçласа +1 таран
Патшалăх гимнě Hymne Monégasque
Интернет доменě .mc
Тел. префиксě 377

Монако, — Европăра вырнаçнă питĕ пĕчĕк патшалăх.

Тупмалли

[тӳрлет] Пайланăвĕ

Пĕчĕк пулнă май Монако кнеçлĕх хăйне хăй пĕр хула пулать, пĕрлĕ муниципалитет тытса тăрать. Хулара тăватă район:

  • Монако (Monaco-Ville) — кивĕ хула районĕ,
  • Монте-Карло (Monte-Carlo) — казино районĕ,
  • Ла-Кондамин (La Condamine) — порт районĕ,
  • Фонвьей (Fontvieille) — шывран типĕтнĕ çĕрте тунă çĕнĕ район.

[тӳрлет] Географи

Монако Европăн кăнтăр енче, Вăтамçĕр тинĕс хĕрринче, Францин Лазурь çыранĕнче, Ниццăран çурçĕр-тухăç енче, 20 çухрăмра вырнаçнă. Типçĕрпе кнеçлĕх Франципе Тинĕсçум Альпă (Alpes-Maritimes) департамент патĕнче чикĕленет,

Çĕр лаптăкĕ 1,91 тăваткал çухрăм. Тинĕс çыран вăрăммăшĕ — 4,1 çухрăм, типçĕр чиккисен вăрăммăшĕ — 4,4 çухрăм. Юлашки 20 çулсенче кнеçлĕх çĕрĕсене тинĕсрен туртса илсе 40 га яхăн ӳстернĕ.

[тӳрлет] Патшалăх тытăмĕ

Монако - абсолютлă монархи патшалăхĕ. Патшалăх пуçлăхĕ кнеç пулать. Кнеçлĕх гражданĕсем 1962 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче йышăннă конституципе пурăнаççĕ. Конституци тăрăх тĕрлĕ влаçсене уйăрса хунă пулсан та, кнеç пĕтĕм влаçне хăй аллинче тытса тăрать. Ĕç тăвакан влаçĕн (Патшалăх Ертĕвĕ) пуçлăхĕ - Патшалăх министрĕ, тата унăн шутне Патшалăх Канашĕ кĕреть. Канашĕнче 4 çын. Патшалăх министрĕ Франци гражданĕ, ăна кнеç 3 çуллăха Франци Патшалăх Ертĕвĕ сĕннипе çирĕплетсе йышăнать. Саккуна йышăнакан влаçне шутне кнеç тата 5 çуллăх пĕтĕмлĕ суйлав правипе суйланă пĕрпалатăллă 24 депутатлă Наци Канашĕ (парламент) пулать. Монако Парламенчĕ саккун йышăнма сĕнӳ пама пултараймасть, çак ирĕк кнеçе çеç тивĕçлĕ. Суд влаçне кнеç ертсе пырать; тĕрлĕ суд инстанцисем суд правине унăн ячĕпе тăваççĕ.

[тӳрлет] Халăхĕ

Монако халăхĕ 32270 человек (2004). Кнеçлĕх халăх-йыш тăвăрлăхĕпе тĕнчере пĕрремĕш вырăнта. Ĕçлеме пултаракан çыннисен шучĕ - 62%. Çĕршыв ача-пăча çуралнă енчен кая ӳксе пырать пулсан та (-3,38 ача 1000 çын çине), миграци шучĕпе халăх шучĕ ӳсес коэффициенчĕ 0,44% (2004). Хĕрарăмсем арçынсенчен кăштах нумайрах, коэффициенчĕ - 0,91 (2004). Официаллă чĕлхе — франци чĕлхи; татах та акăлчан, итали тата монегас чĕлхисем анлă сарăлнă. 90% халăхĕ — католицизм тĕнĕпе пурăнаççĕ. Конституципе католицизм официаллă тĕн шутланать. Кнеçлĕхре 125 наци çыннисем пурăнаççĕ.

французсем (47%);
монегасксем (16%)
итальянецсем (16%).
ыттисем - 21%.

[тӳрлет] Çутçанталăкĕ

Кунта вăтамçĕр тинĕс климачĕ, кăштах ăшă хĕл тата типĕ, ăшă та хĕвеллĕ çу. Вăтам температура 16,31 0С. Çулти хĕвеллĕ кунĕсем — 300.

[тӳрлет] Истори

1215 çулта çак çĕре Генуя республики çыннисем пурăнма килнĕ кунта кармансем туса лартнă. 1267 çулхи карлач, 8 Генуя граждан вăрçи вăхăтĕнче Монако çĕрне Франсуа Гримальди майлă çыннсем ярса илнĕ. Çак вăхăтран Монако ирĕклĕ патшалăх Гримальди династи ячĕпе çыхăнать. Халичченех, 700 çул ытла кнеçлĕхе Гримальдисем ертсе пыраççĕ. 1789 çулта çĕршыва Франци аннексиленĕ. Анчах, 1814 çулта Париж килĕшӳ хучĕпе кнеçлĕхĕн ирĕлĕхне каялла тавăрнă. 1865 çулта Монте-Карлора казино уçнă, Франципе таможня ушкăнне кĕнĕ, çĕршыв аталана пуçланă. Пĕрремĕш конституцине 1911 çулта йышăннă. 1993 Монако ООН-а кĕнĕ. Кнеç Ренье III (престола 1949 çулта йышăннă) 1956 çулта голливуд актриссине Грейс Келлине качча илнĕ, çак туя Монакăра питĕ чаплă иртернĕ. Паянкун Ренье III ывăлĕ — кнеç Альберт II, 2005 çулта, ашшĕ вилнĕ хыççăн престол йышăнса юлнăскер — кнеçлĕхе тытса пырать.

[тӳрлет] Экономика

Кнеçлĕхĕн ШПП 870 млн. доллар (1999). Ĕçсĕр çынсен шучĕ питĕ сахал. Пĕтĕм ĕç вырăн шучĕ — 39000 — çĕршывра пурăнакан çынсенчен нумаях. Ĕçлекенсен ытларахĕшĕсем — ют çĕр çыннисем. Кнеçлĕх Франципе экономика енĕпе çыхăннă. Икĕ çĕршывăн пĕрлĕх таможня тата финанс системисем. Монако Франци электроэнергипе усă курать. 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Монако усă курма çĕнĕ укçа — евро —кĕртнĕ, хăех çак куçана кăларма ирĕк илнĕ. Кнеçлĕхе тĕнчере туристсен тĕпĕ, казино тата сиплĕ климачĕ пулнипе паллă пулать. Çапах та паянкунхи Монако лайăх аталаннă тата тĕрлĕтĕслĕ экономикăпа палăрса тăрать. Туризм, строительство, фармацевтика, хими тата электроника промышленноçĕ, банк тата финанс ĕçĕсен секторĕсем бюджета укçа пухаççĕ. Патшалăхри компанисен пĕр çул хушшинчи укçаçаврăнăшĕ 9 млрд. евро ытла. Кунта налуксем енĕпе питĕ либераллă саккунсем. Кнеçлĕхĕн гражданĕсене (çавăн пекех пĕрмаях Монакăра пурăнакан ют çĕршыв гражданĕсене те, Франци гражданĕсемшĕр пуçне) тухăçĕсем çинчен налуксем тӳлетермеççĕ.

[тӳрлет] Транспорт

Монако тĕнчепе чукун çулпа, автомобиль, тинĕс çулĕсемпе тата аэропорт урлă çыхăнса тăрать.

Чукун çулсен вăрăммăшĕ 1,7 çухрăм. Чукун çула Франци наци чукун çул компани тытса тăрать. Кнеçлĕх Франципе автомобиль маршручĕсемпе те, хăвăрт пуйăссемпе те çыхăнать.

Автомагистральсен пĕтĕм вăрăммăшĕ 50 çухрăм. Çĕршывра 4 автобус маршручĕ, çаплах та Ницца аэропортне автобус илсе çитерет.

Хулара икĕ тинĕс портчĕ: Ла-Кондамин тата Фонвьей районĕсенче.

Ницца аэропортне Кнеçлĕхрен вертолётпа çитме пулать.

[тӳрлет] Культура

Монако — паллă культура тĕпĕ. 1879 çулта тунă Гарнье залĕнче Монте-Карло Филармони оркестрĕ тата Монте-Карло Опера концертсемпе хăйĕн итлекенĕсене кĕтеççĕ. Кунта тĕрлĕ çулсенче Нелли Мельба, Энрико Карузо, Фёдор Шаляпин, Пласидо Доминго, Лучано Паворотти юрăсемпе савăнтарнă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче кунта Сергей Дягилевăн Вырăс Балечĕ гастрольте çӳренĕ, Нижинский ташланă. Ренье III хăйĕң ашшĕ ятпе Пьер кнеçĕн фондчĕ йĕркеленĕ, вара кашни çул Пысăк литература премине, Ренье III кнеçĕн Кĕвĕ премине тата Тĕнчери паянкунхи ӳнер премине тивĕçтереççĕ. Кашни çул кунта Монакăри Тĕнчери цирк фестивалĕ иртет. Хулара Монако Океанографи Музейĕ ĕçлет. Формула-1 чемпионатне ирттереççĕ— «Гран-При Монако» парнешĕн паллă ăстасем автомобильсемпе мала тухассипе ăмăртаççĕ.


Европа патшалăхĕсем
Австри | Албани | Андорра | Аслă Британи | Белоруси | Бельги | Болгари | Босни тата Герцеговина | Ватикан | Венгри | Германи | Греци | Дани | Ирланди | Исланди | Испани | Итали | Казахстан¹ | Латви | Литва | Лихтенштейн | Люксембург | Македони Республики | Мальта | Молдави | Монако | Нидерланды | Норвеги | Польша | Португали | Раççей¹ | Румыни | Сан-Марино | Серби | Словаки | Словени | Турци¹ | Украина | Финлянди | Франци | Хорвати | Черногори | Чех Республики | Швейцари | Швеци | Эстони
¹ çавăн пекех Азине кĕрет
Урăх чěлхесем
Static Wikipedia 2008 (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - en - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu -

Static Wikipedia 2007 (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - en - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu -

Static Wikipedia 2006 (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu