Нимĕç чĕлхи
Википедири материал
Нимěç чěлхи (Deutsch), — хĕвеланăç герман ушкăнне кĕрекен индо-европа чĕлхи. Германире тата Австрире патшаллăх чěлхи шутланать. Çавăн пекех Швейцарире тата Люксембургра тěп чěлхесем хушшине кěрет.
Литература чěлхине Мартин Лютер хатĕрленĕ. Вăл библине нимěçле куçăрнă. Библине çырнă чухне вăл пěтěм нимěç диалекчěсене усă курнă, çавăнпа та унăн ку çырăвĕ нимĕç чĕлхин никĕсĕ пулса юлнă.
[тӳрлет] Диалектсем
Нимĕç чĕлхин диалектсем нумай. Вĕсем пĕр-пĕринчен самай уйрăлса тăнăран тĕрлĕ диалектпа калаçакансем пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ. Диалектсен шучĕ пысăк пулнин сăлтавĕ çак çĕрсен историйĕнчен пырать. Романпа славян чĕлхисен ушкăнĕсемпе танлаштарсан герман ушкăнне кĕрекен чĕлхесен çĕрĕсем çинче мĕн авалтан уйрăммăн аталанма тăрăшнă. Ку паллах пĕр чĕлхене аталанма пулашман — тĕрлĕ çĕрсенче нимĕç чĕлхи тĕрлĕрен аталаннă май хальхи Германири диалектсен шучĕ питĕ пысăк. Малтан Германине пĕрлештерни те пĕр чĕлхе тупасси патне илсе çитереймен.
[тӳрлет] Алфавичĕ
Нимĕç чĕлхинче 29 саспалли:
a ä b c d e f g h i j k l m n o ö p q r s t u ü v w x y z
Чĕлхе кочĕ - de (ISO 639 тăрăх)