Омск (шывай кимми)
Википедири материал
Омск (шывай кимми) — атомлă ракетăллă шывай крейсерĕ К-186 «Омск». «Антей» класĕ (949А "Антей" проекчĕ). Çак карап 1996 çулта Çурçĕр Пăрлă океанĕн пăрĕсем айĕпе Çурçĕртен Камчаткăна çитнĕ. К-186 «Омск» командирĕ 1-мĕш ранг капитанĕ Астапов А.С. тата карап çинче асли — контр-адмирал Козлов И.Н. 1996 çулта Раççей Паттăрĕн ятне тивĕç пулнă.
[тӳрлет] Истори
Шывай кимми Анăç Лица тутинчен тухса, Çĕнĕ Çĕр утрава çавăрăнса пăр айнелле чăмнă та Таса Анна валашки (желоб) тăрăх Çурçĕр Пăрлă океанĕн çӳлти широтисене çитнĕ. 15 талăк хушшинче шывай крейсерĕ пăрсем айĕнче 4000 миле яхăн куçнă, çав шутран 500 милĕне навигаци енчен хăрушăллă Чукот тинĕсĕн тарăнах мар шывĕсемпе пынă.