Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ
Википедири материал
Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ, — пĕтĕм тĕнчери мира тытса тăма, çирĕплетме, патшалăхсем хушшинчи çыхăнусене вăйлăлатма йĕркеленĕ пĕтĕм тĕнче шайĕнчи организаци. Организаци никĕсĕсемпе структурине Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи хыççăн Гитлер режимне хирĕç коалицине кĕрекенсем йĕркеленĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] ПНО кун-çулĕ
ПНО Нацисен Лиги организацийĕ хыççăн йĕркеленнĕ.
Устава 50 патшалăхран килнĕ çынсем 1945 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. 1945 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче устав вăя кĕнĕ. 1946-2002 çулсем хушшинче ПНО шутне 140 патшалăх кĕртнĕ.
[тӳрлет] ПНО структури
ПНО штаб-хваттерĕ Нью-Йорк хулинче вырнаçнă.
Уйрăмĕсем:
- Тĕп Ассамблея — ыйтусене сӳтсе явас, хушусем кăларас енчен тĕп вырăн йышăнать. Ассамблея кашни çулхи сессине авăнпа-раштав уйăхĕнче пухăнать. Ытти вăхăтра — кирлĕ пулсан.
- Хăрушсăрлăх Канашĕ — хăрушсăрлăхпа мира тытса тăрас ĕçе туса пырать. Унăн сĕнĕвĕсемпе пурин те килĕшмелле. Хăрушсăрлăх Канашне кĕрекен яланхи членĕсем (Раççей, АПШ, Аслă Британи, Франци, Китай) пĕр шухăша тупни çинче тытăнса тăрать.
- Экономикăпа Социаллă Канашсем — экономикăпа сациаллă енчен тĕнче шайĕнчи килĕшӳсене ертсе пырать. 5 регион уйрăмĕсенче тăрать.
- Пĕтĕм тĕнчери суд — ПНОн тĕп суд органĕ.
- Секретариат
[тӳрлет] Официаллă чĕлхесем
- Акăлчан чĕлхи
- Вырăс чĕлхи
- Франци чĕлхи
- Китай чĕлхи
- Испан чĕлхи
- Арап чĕлхи
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- ЮНЕСКО