Питер Бенчли
Википедири материал
Питер Бредфорд Бенчли, — американ çыравçи, сценарист. 1940 çулхи çу уйăхĕн 8 çуралнă. 2006 çулхи нарăсăн 11 Принстонра вилнĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Питер Бенчли пуян çĕнĕ акăлчан çемьинче çуралнă. Лайăх пĕлӳ илнĕ: Phillips Exeter Academy шкула тата Гарвард университетне вĕренсе пĕтернĕ.
Университета пĕтернĕ хыççăн Америкăн пысăк «The Washington Post» тата «Newsweek» периодикăллĕ кăларăмсенче ĕçленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
1974 çулта Бенчли «Челюсти» ятлă Эмити курорт утравне тероризировать тăвакан шурă акула çинчен кĕнеке пичетлесе кăларнă. Кĕнеке сюжечĕ 1916 çулта Нью Джерси çыранĕсем хĕрринче чăн пулса иртнĕ пăтăрмах çинче никĕсленĕ. Кĕнеке питĕ хăвăрт анлă сарăлнă (пурĕ 20 млн. копи ытла тухнă). 1975 çулта кĕнеке тăрах Стивен Спилберг кино ӳкернĕ.
[тӳрлет] Фантастика енĕллĕ ĕçĕсем
- «Jaws» (Челюсти, 1974);
- «The Deep» (1976);
- «The Island» (1979);
- «The Girl of the Sea of Cortez» (1982);
- «Q Clearance» (1986);
- «Rummies» (1989);
- «Beast» (1991);
- «White Shark» (1994);
- «Peter Benchley's Creature» (1997).