Пышмă (юханшыв)
Википедири материал
Пышмắ — Анăç Çĕпĕрти юханшыв, Турăн сылтăм юппи.
Çăлкуçĕ — Ключи кӳлĕ, Çӳлти Пышмă хули патĕнче, Урал тăвĕсен тăвайкинче (Вăтам Урал), Свердловскпа Тӳмен облаçĕсен çĕрĕсем витĕр юхать. Тăсăлăвĕ 603 çм, шыв-çĕр лаптăкĕ — 19,7 пин çм2, вăтам шыв хăвăртлăхĕ 34 м3/сек (min: 2; max: 1300). Акапа çу уйăхĕсенче шыв тулли тапхăрĕ. Чӳк уйăхĕнче шăнса ларать, акара уçăлать. Юханшыв çинче 3 шывуправĕ (çав шутра Белоярск шывуправĕ, çыранĕ çумĕнче Белоярск АЭСĕ ĕçлет)
[тӳрлет] Пурăну вырăнĕсем
- Çӳлти Пышмă хули
- Старопышминск хула евĕр поселок
- Заречный хули
- Белоярский
- Сухой Лог
- Камышлов хули
- Пышма хула евĕр поселок
- Талица хули
- Луговской хула евĕр поселок
[тӳрлет] Юпписем
- Рефт
- Кунара
- Бол. Калиновка
- Юрмыч
[тӳрлет] Каçăсем
- http://bse.sci-lib.com/article094500.html
- Çулçуревçĕсен шывçи маршручĕ сайт çинче skitalets.ru