Раççей Федерацийĕн ТÇФ Балтика Флочĕ
Википедири материал
Балтика Флочĕ — Раççейĕн Балтика тинĕсĕнчи оперативлă-стратегиллĕ тинĕс çар флочĕн пĕрлĕхĕ.
Тĕп вырăнĕ — Балтийск, (Калининград облаçĕ) тата Кронштадт, Санкт-Петербургăн (муниципаллă округĕ).
Флот шутĕнче шывçи карапĕсен дивизийĕ, дизеллĕ шывай киммисен бригади, пулăшу тата шыракан-çăлакан карапсем, флот авиацийĕ, çыранхӳтлĕх çарĕсем, тылри техникăллă тата ятарлă вăйĕсем.
Флот çарпуçĕ — адмирал Валуев Владимир Прокофьевич
Флагман карапĕ: эскадра миноносецĕ «Настойчивый».