Рига вокзалĕ
Википедири материал
Рига вокзалĕ — Мускав чукун çул вокзалĕсенчен пĕри, Ригă лапамĕ çумĕнче, Мир проспекчĕпе Сущёв вал урлашнă çĕрте вырнаçнă. 1930 çулчен вокзал «Виндавский», 1942 çулчен — «Балтийский», 1946 çулчен — «Ржевский» ятла пулнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Истори
Вокзалăн çуртне 1897—1901 çулсенче Виндав чукун çулне хунă чух (халĕ МЧÇ Ригă тĕлли) хывнă чух туса лартнă. Проекчĕн авторĕ: петербург архитекторĕ Бржозовский Станислав Антонович, вăлах Витебск вокзалне (Санкт-Петербург) хатĕрленĕ. Çурт-йĕре тунă чух архитектор Дидерихс Юлий Фёдорович ертсе пынă.
Рига вокзалĕн икĕ çулĕпе инçет пуйăсĕсем (кунне виççĕ), икĕ — хулаçум пуйăсĕсем çӳреççĕ. Темиçе çулĕ çинче чукун çул транспорчĕн истори музейне вырнаçнарнă.
Вокзал çумĕнче метро «Рижская», ОЧÇ «Рижская» платформи вырнаçнă.
Рига вокзалĕпе Савелов вокзалĕ сахал усăллă тесе вĕсене 2000-мĕш çулсем пуçламăшĕнче хупма шутланă.
[тӳрлет] Тĕллисем
Ригă вокзалĕнчен Великие Лукипе Рига çине пуйăссем çӳреççĕ.
Çаплах вокзалран хулаçум электропуйăссем (кунне 60 яхăн, 2007, юпа) Павшино, Нахабино, Дедовск, Çĕнĕ Иерусалим, Волоколамск, Шаховская çити çӳреççĕ.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Мускав чукун çулĕ