Сверчков Никита Кузьмич
Википедири материал
Сверчков Никита Кузьмич, — живописец, график. 1891 çулхи кăрлач уйăхĕн 27 Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă. 1985 çулхи утă уйăхĕн 18 Шупашкарта вилнĕ.
1934 çултанпа СССРти ӳнĕрçисен пĕрлешĕвĕнче тăнă. 1975 çулта ăна Чăваш АССРăн халăх ӳнерçи ятне, 1981 çулта РСФСРăн тава тивĕçлĕ исскуство ĕçченĕ ятне панă. Унăн ятне çавăн пекех Чăваш АССРăн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине çырса хунă. Хĕрлĕ Çăлтăр тата «Хисеп палли» орденĕсене тивĕçлĕ пулнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1912 çулта Хусанти ӳнер шкулне, 1917 çулта Санкт-Петербургри ӳнер академиĕн аслă ӳнер училищине вĕренсе пĕтернĕ. 1931 çулта çавăн пекех Омскра вырнаçнă чукун-çул транспорчĕн инженерĕсен институтне пĕтернĕ. 1923-1927 çулсенче Бийск хулинче «Алтай Çăлтăрĕ» хаçатăн секретарĕ, кайран Омскра вырнаçнă М.А.Врубель ячĕпе хисепленсе тăракан ӳнерпе промышленность техникумĕнче ректор пулса ĕçленĕ. АХРРăн Çĕпĕрĕн Хĕвеланăç филиалĕнче вĕрентнĕ (1928-1931). 1923-1941 çулсенче «Капкăн» журналăх ӳнерçи пулнă. 1940-1951 çулсенче Шупашкарти ӳнер училищинче вĕрентнĕ, 1948-1951 çулсенче Шупашкарти пĕрремĕш ача-пăча ӳнер шкулĕн директорĕ пулнă. 1935-1951 çулсенче Чăваш АССРăн ӳнерçичен пĕрлешĕвĕнчи правлениĕн членĕ пулнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Тĕп ĕçĕсем:
- "Портрет жены" (1918);
- "Хоровод" (1928);
- "Объявление Чувашской автономии" (1935);
- "Первый трактор в чувашской деревне" (1937);
- "Передача колхозу Государственного акта на вечное бесплатное пользование землей" (1937);
- "Кража невесты" (1938);
- "Бронепоезд "Комсомол Чувашии"" (1943);
- "А.С.Пушкин в чувашской деревне" (1950);
- "Чувашская свадьба" (1967);
- "Дубовая роща" (1974).