Селижар (юханшыв)
Википедири материал
Селижар, — Тверь облаçĕ тăрăх юхакан юханшыв, Атăлăн сулахай юппи.
Тăршшĕ 36 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 2950 км2. Юханшывăн пысăк юппи — Тихвина.
Юханшыв Селигер кӳллинчен юхса тухать. Малтанхи юхăмĕнче юханшыв 25-30 метр сарлакăшпа вăйлă юхăмпа юхать. Çыранĕсем çӳллĕ, вăрманлă. Аяларахри юхăмра вара юханшыв тата ытларах сарлакаланса каять, хăвартлăхĕ чакать.
Селижар юханшывĕ юхса кĕнĕ выранта Атăл сарлакăшĕ 30-40 метр кăна, ку вăл Сегижартан кăшт кăна сарлакарах.
Селижар хĕрринче канмалли вырăнсем, пансионатсем питĕ нумай.