Силэнд
Википедири материал
Силэнд ĕмпӳлĕх - Çурçĕр тинĕсĕнчи хăйнехăй ирĕклĕхлĕ патшалăх.
[тӳрлет] Истори
Силэнд патшалăхĕ çурални утмăлмĕш çулсенче Европăра коммерци радио аталанăвĕпе çыхăннă. Малтанах патшалăхăн мар радиостанцисене саккуна кĕртмен, çавăнпа вара трансляцисене Европа çĕршывĕсен çыранĕсем çывăхĕнче якорь пăрахнă карапсем çинчен иртернĕ. 1966 çулта пĕр радиоаскăнчăкĕ, акăлчан çарĕңче хĕсметре тăнă Пэдди Рой Бейтс майорĕ, британи çыранĕ çумĕнчи пăрахса хăварнă платформăна хăй аллине çавăрса илнĕ. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи тапхăрĕнче çак платформа çинче çӳлтӳперен тапăнасран сыхлакан çар хӳтлĕхĕ пулнă. Платформăна икĕ турул çинче вырнаçтарнă, виççĕр ытла çын пурăнмалăх вырăн туса хатĕрленĕ. 1967 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Бейтс хăйнехăй ирĕклĕх панă, хăйне принц Рой, арăмне принцесса Джоан тенĕ, паспортсем, укçасем, маркăсем кăларма пуçланă. Вунă çул хушшинче 200 паспорт сутма пултарнă. Укçи- ылтăн дублонĕ- 500 долларпа тан, тата кĕмĕл укçа - 25 долларлăх – икĕ енчен те монарх айăкки сăнĕ. Çĕршыв тăвас ĕçĕсене пĕр миллиона яхăн фунт стерлингĕсем укçа тăкнă. 1968 çулта буй юсас тĕллевпе Силэнд çĕршывăн шывĕнче акăлчан патшалăх çыннисене лартнă карап пырса кĕнĕ. Темиçе хутчен асăрхаттарнă хыççăн патшалăх тытăçĕ тупăран пенĕ, вара карапĕ васкасах ку шывран шăвăнса тухнă. Ун хыççăн Рой принца британи судне явăп тытма чĕннĕ. Анчах та суд çак ĕç тĕллипе приговор кăларман, мĕншĕн тесен платформа çав вăхăтра Аслă Британи шывĕсен шутĕнче пулман. Суд йышăнăвне принц Рой хăйĕн çĕршывне официаллă палăртнă акт тесе шутланă. 1999 çулта принц Рой çемйипе Британине пурăнма куçнă, паянкун Силэнд ĕмпӳлĕхе кăнартикки Майкл тытса тăрать. Çав çулах HavenCo корпораци кнеçлĕхпе сăмах ирĕклĕхне çирĕплетсе пĕрлешӳ хутне çырнă. HavenCo Силэндра урăх патшалăх çĕрĕсенче проектсем валли хостинг йĕркелеме май çуккине пули çак хăйнемай ирĕклĕ сакунсемпе пурăнакан патшалăхĕнче ĕçĕсене тăвас тенĕ. Çапах та техникăллă тата административлă чăрмавсене пула уçса парайман та çак ĕçшучĕ пăчланнă.