Тагил (юханшыв)
Википедири материал
Тагил — Свердловск облаçĕĕнче юхакан Турă шывĕн юппи.
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Тăсăлăвĕ — 414 çм, шыв-çĕр лаптăкĕ — 10,1 пин çм². Вăтам Уралăн тухăç тайлăмĕнчен (Аялти Тагилран тухăçалла) пуçланать те çурçĕр-тухăçалла чупать, Турăна Муратнлă патĕнче кĕрет. Çӳлтерех пусмахсем пур, аялтарах кукăралса пырать.
Хутăш шывпа, ытларах юр ирĕлĕвĕпе тулса юхать. Шыв шайĕ 3,3 м çӳлле-аяла сиккелет. Шыв вăтам юхăмĕ — 40 м³/çек. Чӳк пуçламăшĕнче пăрланать, ака уйăхĕн иккĕмĕш пайĕнче партан тасалать. Тагил çинче Çӳлтитагил тата Аялтигил шывуправĕсем, çаплах Çӳлти Тагилпа Аялти Тагил хулисем вырнаçнă.