Тенке
Википедири материал
Тенке, — Казахстанăн валюти.
1 тенке = 100 тиын. Пĕтĕм тĕнче хушшинче ку укçана KZT тесе палăртаççĕ.
[тӳрлет] Истори
Казахстан СНГри ытти патшалăхсенчен чи кайран хăйĕн валютине усă курма пуçланă.
- 1991 çулта дизайнерсен яваплă ушкăнне туса хунă: Мендыбай Алин, Тимур Сулейменов, Агимсалы Дузельханов тата Хайрулла Габжалилов.
- 1993 çулхи чӳк уйăхĕн 12 Нурсултан Назарбаевăн "Казахстан Республикин валютине хута кĕртесси çинчен" указ тухнă.
- 1993 çулхи чӳк уйăхĕн 15 тенкене усă курма пуçланă.
- 1995 çулта Казахстанра пичет фаблики уçăлнă.
Пĕрремĕш укçана чикĕ леш енче, Англире, пичĕтленĕ. Пĕрремĕш тимĕр укçăсем Германирен килнĕ.
[тӳрлет] Банкнотсемпе укçасем
Хальхи вăхатра Казахстанра çăк банкнотсем хутра çуреççĕ:
- банкнотсем
- 100 тенке, Аблай ханăн сăн
- 200 тенке, Аль-Фараби сăнĕ
- 500 тенке, Аль-Фараби сăнĕ, Ходжа Ахмед Ясави мавзолеĕн пайĕ
- 1000 тенке, Аль-Фараби сăнĕ
- 2000 тенке, Аль-Фараби сăнĕ
- 5000 тенке, Аль-Фараби сăнĕ
- 10000 тенке, Аль-Фараби сăнĕ тата юр барсĕ
- тимĕр укçасем
- 1 тенке
- 2 тенке
- 5 тенке
- 10 тенке
- 20 тенке
- 50 тенке
- 100 тенке
Çавăн пекех юбилейлă тимĕр укçасем хутра çуреççĕ.