Томас Манн
Википедири материал
Пауль Томас Манн (Paul Thomas Mann, 1875—1955) — аслă нимĕç çыравçи, эссе ăсти, эпиос роман ăсти, литературăпа Нобель преми лауреачĕ (1929), Генрих Маннăн шăллĕ , Клаус Маннпа Эрика Манн ашшĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет] Çамрăк тапхăрĕ
Пауль Томас Манн 1875 çулхи çĕртме, 6 пуян Любек купси Томас Йоханн Генрих Маннăн (хула сенаторĕ шутланнă) çемйинче çуралнă. Томасăн амăшĕ, Юлия Манн, хĕр чухне да Сильва-Брунс, Бразили тымарĕсемле пулнă. Маннсен çемйи чылай шутлă пулнă. Томасăн шăллĕпе пичĕшĕ, икĕ йăмăкĕ: пиччĕшĕ, паллă çыравçă Генрих Манн (1871—1950), шăллĕ Виктор (1890—1949) йăмăкĕсем: Юля (1877—1927, хăй çине ал хунă) тата Карла (1881—1910, хăй çине ал хунă). 1891 çулта ракран Томасăн ашшĕ вилет. Халал хучĕпе çемьен фирми, Любекри Маннсен кил-çурне сутаççĕ. Арăмпе ачисене тупăç укçин проценчĕсем çеç юлаççĕ.
[тӳрлет] Çырма пуçлани
1901 ç. пĕрремĕш роман, «Будденброки».
1905 ç. Томас Катя Пингсхайм хĕре качча илет.
1929 ç. Манна Нобель премине «Будденброки» романшăн тивĕçтереççĕ.
[тӳрлет] Эмиграци
1933 ç. çыравçă наци Германиинчен тухса каять те Цюрихра вырнаçать. 1942 ç. АПШ-на çитет, Пасифик-Палисейдз хулинче чарăнать.
[тӳрлет] Европăна таврăнни

II Тĕнче вăрçи хыççăн АПШ-ра Манн çине сталин режимне çыхланнă тесе айăпсем янă. 1952 çулхи çĕртмере Томас Манн çемйипе Швейцарине таврăнать.
[тӳрлет] Çыравçăн стилĕ
Манн — интеллектуаллă прозăн ăсти. Хăйен вĕрентӳçĕсен вырăнне вăл вырăс çыравçи-романичĕсене Лев Толстойпа Достоевские хурать; тĕпĕ-йĕрĕллĕ, тулли, васкавсăр стиллĕ çыракан çыравçă XIX ĕмĕр ĕн литературин кăнарне туянса юлнă. Çапах та романĕнчи XX ĕмĕрĕнчи ĕçсене кăтартаççĕ.
[тӳрлет] Пултаруллă ĕçĕсем
- Калавсен пуххи / Der kleine Herr Friedemann, (1898) [1]
- Будденброксем / Buddenbrooks — Verfall einer Familie (роман, (1901) [2]
- Тонио Крегер / Tonio Kröger, новелла, (1903)
- Тристан / Tristan, новелла, (1903)
- Патша çӳллĕхлĕхĕ / Königliche Hoheit, (1909)
- Венецири вилĕм / Der Tod in Venedig, рассказ, (1912) [3]
- Аполитикăллă çын шутласа калаçни / Betrachtungen eines Unpolitischen, (1918)
- Асамлă ту / Der Zauberberg, роман (1924)
- Марио тата асамçă / Mario und der Zauberer, рассказ (1930) [4]
- Иосиф тата унăн шăллĕ-пиччĕшĕсем / Joseph und seine Brüder, роман-тетралоги (1933—1943)
- Ирĕклĕхĕн кăткăсĕ Das Problem der Freiheit, эссе (1937)
- Лотта Веймарта / Lotte in Weimar, роман (1939)
- Улăштаруллă пуçсем. Инди кăссайĕ / Die vertauschten Köpfe — Eine indische Legende, (1940)
- Доктор Фаустус / Doktor Faustus, роман (1947)
- Суйланнăскер / Der Erwählte, роман (1951)
- Феликс Круль авантюрист тунмасăр калани / Bekenntnisse des Hochstaplers Felix Krull. Der Memoiren erster Teil, (1922/1954)
[тӳрлет] Вырăсла куçаракансем
- Апт Соломон Константинович