Тосинкасси
Википедири материал
Тосинкасси, — Чăваш Енĕн Шупашкар районне кĕнĕ ял. 1976 çулхи раштавăн 30 хыççăн яла пĕтернĕ. Пурăнакан çынсене Çĕнĕ Шупашкара тата Тутаркассине куçарнă.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен Шупашкар уесне кĕнĕ. 1918 çулхи пуш уйăхĕн 4-чен Йăлăмкас вылăсне кĕнĕ, хыççăн вара Шуркасси вулăсне кĕртнĕ. 1919 çулхи çĕртме уйăхĕн 1 хыççăн каллех Йăлăмкас вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Шупашкар районне, 1939 çулхи юпа уйăхĕн 10 хыççăн Сĕнтĕрвăрри районне кĕнĕ. 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăтчен Шупашкар районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Алагер Василий Осипович, прозаик, драматург, тăлмач, литература критикĕ.