Трифонова Валентина Ивановна
Википедири материал
Трифонова Валентина Ивановна, — актриса. 1950 çулхи ака уйăхĕн 25 Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Тăвай салинче çуралнă.
1979 çулта Чăваш АССРăн тава тивĕçлĕ артистки ятне, 1989 çулта Чăваш АССРăн халăх артиски ятне, 1998 çулта Раççей Патшалăхĕн тава тивĕçлĕ артистки ятне панă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Ленинградри театрпа кĕвĕ тата киноматографи патшалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ (А. И. Кацман мастер курсĕ, чăваш студиĕ — 1972). 1972 çултанпа Чăваш академи драма театрĕн труппине йышăннă.
[тӳрлет] Ролĕсем
- Марук (Н.Айзманăн "Кай, кай Ивана", 1973);
- Аленка (А.Коломийцăн "Голубые олени", 1974);
- Рози (Э.Сиглигетин "Табунщик", 1978);
- Наталья ( М.Шолоховăн "Тихий Дон" тăрăх, 1981)
- Василиса Карповна (М.Горькиĕн "На дне" тăрăх, 1986);
- Роза Мамаи (А.Додэн "Арлезианка", 1994);
- Зарина чыканки (А.Прттын "Запрещенная любовь", 1997);
- Тухатмăш (Е.Никитинăн "Украденная невеста", 1998).