Тупă
Википедири материал

Тупă — Артиллери кĕпçин тĕсĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Истори
Пĕрремĕш тупăсене ("Fire lances") Китайра бамбукран туса хатĕрленĕ. Весем пирки 1132 çулта çырни пур. Мортарсем çинчен пĕрремĕш хут Монголсем Сун династийĕпе 1268-1279 çулсенче вăрçă чух асăннă. Тупăсем пирки арапссен 4 алçырăвĕ (аль-Макхзун манускрипчĕсем) пур, пĕри Санкт-Петербургра упранать, иккĕшĕ – Парижра тата тăваттăмĕшĕ – Стамбулра. Çырăвĕсене 1320 çулта тĕкĕпе чĕрнĕ, вĕсенче кăтартнă йăтса çӳремелли тарăпа пемелли тупă хальхи тупăсенчен ытлах уйрăлу çук. 14 ĕмĕр хушшинчи артиллерии аталанăвĕ мамлюк династипе çыхăннă. Мăсăльмансем артиллерии вăйне монголсемпе çапăçнă чух усă курма пуçланă (чаплă Айн-Галут çапăçăвĕ). Испанире мăсăльмансем тупăсене Севильăна (1248), Гренадăна (1319), Альбасетăна (1324) хӳтĕленĕ чух, Хескарпе Мартос (1325), Аликанте (1331) тата Альджезирас патĕнчи (1342-1344) çапăçусене ĕçе кĕртнĕ.
Дж. Партингтон çакăн пирки тĕрĕсех çырать:
«Испани артиллерии историйĕ арапсен артиллерии историйĕпе танлашать, çаплах арапсемех çулăмлă пăшала та Испание илсе килнĕ, унтан вăл Италине, Францине тата Германине лекнĕ».
[тӳрлет] Тупăсен тĕсĕсем
[тӳрлет] Паллă тупăсем
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Артиллери кĕпçи
- Гаубицă
- Мортирă
- Миномёт
- Перĕм