Ухли Владимир Васильевич
Википедири материал
Ухли Владимир Васильевич (чăн хушамачĕ Плешков), — чăваш çыравçи, драматургĕ. 1914 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутарстанăн Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнче çуралнă. 1990 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.
1958 çултанпа СССР ÇП членĕ. Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1988).
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Кăнна Кушкинчи хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче, Хусанти хими техникумĕнче, педагогика институчĕнче вĕреннĕ. Вăтăр çул ытла Тутарстанри тата Чăваш Енри шкулсенче ĕçленĕ. 1951 çулта Шупашкара куçса килнĕ. Вăл калавсемпе юморескăсем, повеçсем, драмăсем çырнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Пурĕ 30 ытла кĕнеке кăларнă, вĕсен шутĕнче вырăсла — 8. Кĕнекисем:
- «Çĕр ешерет» (1955);
- «Пĕлнĕ пулсан» (1959);
- «Альтюк» (1961);
- «Йывăççисемĕн çырли» (1964);
- «Шуркелсем» (1965, 1966);
- «Хĕрсем пурçăн тĕртеççĕ» (1971);
- «Юрату сукмакĕ» (пьесăсем, 1975);
- «Сулăнка кайнисем» (1979);
- «Шургельцы» (Шуркелсем, вырăсла, 1975);
- «Альдук» (Альтюк, вырăсла, 1973);
- «Волчье логово» (Кашкăр йăви, вырăсла, 1977);
- тата ыттисем.