Францин Аслă революциĕ
Википедири материал
Францин Аслă революциĕ, — Франци историйĕн 1789-1799 çулсем хушшинчи тапхăрĕ. Ку вăхăт тапхăрĕнче Франци пурнăçĕнче питĕ пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Сăмахран, монархи вырăнне республика йĕркипе пурăнма тытăннă.
[тӳрлет] Сăлтавĕсем
XVIII ĕмĕрте Францин пĕтĕм влаçĕ патша аллинче пулнă. Йĕркене тытса тăма яланхи çар пулăшнă, патшалăхри ĕçсене пĕр вырăнти бюрократи мелĕпе ертсе пынă. Пĕтĕм влаç патша аллинче пулнă пулин те патшалăхăн тĕн çыннисемпе кнеçсен шухăшне те шута илмелле пулнă. Çак икĕ сослови патшалăх ĕçне ан хутшăнччăр тесе патша вĕсене пулăшса пынă.
Ĕçлекен буржуази нумай вăхăт хушши пĕтĕм влаç патша аллинче пулнипе килĕшсе пурăннă. Патша вĕсене те пулашса пынă — наци пурлăхĕшĕн ĕçлекенсене пулăшнă, чĕр тавар тата суту-илӳ тăвакансене аталанмалли май туса панă. Анчах та буржуазипе кнеçсен ушкăнĕн шухăшĕсене пĕр пек тытса пыма йывăр пулнă — икĕ сослови те патшана хăйсене майлă ытларах ĕçлеттересшĕн пулнă.
Тепĕр енчен вара патшалăх хура халăх пирки пĕрре те шухашламанни пысăк сăлтав теме пулать. Патшалăх та, буржуази те, кнеçсем те хура халăха ним вырăнне те хуман.