Харбин
Википедири материал
Харбин | |
Хула гербě |
|
Патшалăх: | Китай |
---|---|
Регион: | Хэйлунцзян провинциĕ |
Никěсленě: | 1898 |
Хула, çултан: | |
Халăх йышě, пин çын: | 9,410 (2001) |
Хула лаптăкě: | 53 775 км2 |
Геогр. широти: | 45°45' ç. ш. |
Геогр. долготи: | 126°38' х.т.д. |
Харбин, — Китай хули, Хэйлунцзян провинциĕн тĕп хули. Хулара пурĕ хула çумĕнчи ял-хуласене шутласан 9,5 млн. çын пурăнать. Хулана 1898 çулта Трансмачжур магистральне тунă чухне вырăссем никĕсленĕ. Вăл вăхăтра вăл чукун çул станциĕ кăна пулнă. Октябрь революциĕ хыççăн ку хулана нумай пуян, купса, офицер тарнă. 1932 çулта хулана япун çарĕсем ярса илнĕ. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче Япони парăннă хыççăн хулана совет çарĕсем кĕнĕ, анчах та кайран ăна Китай коммунисчĕсене панă. Хула промышленность хăватлăхĕсем Китай коммунисчĕсене çĕнтерме пулăшмалла пулнă.
Китай Халăх Республикине туса хунă хыççăн Харбинăн промышленность енĕпе аталанăвĕ татах ӳснĕ.
Хула Сунгари юханшыв çинче ларать.
[тӳрлет] Çанталăк
Хулари хĕлсем сивĕ. Каçхи температура -40° тарин çитме пултарать. Юпа уйăхĕнче юр ларать те ака уйăхĕнче çеç ирĕлме пуçлать. Кунти çанталăк питĕ хулхăн пулнипеле (Китайăн ытти хулисемпе танлаштарсан) кунта питĕ нумай конференци иртереççĕ.