Хусан кĕпернийĕ
Википедири материал
Хусан кĕпернине 1708 çулта Пётр I хушăвĕпе туса хунă. Малтан Хусан кĕперниĕ Чулхулапа Аçтăрхан тарин сарăлса выртнă. Ун çĕрĕсене Атăлăн сылтăмпа сулахай енчи çĕрĕсем кĕнĕ. Хусан, Сĕве, Пенза, Çĕмпĕр, ĕпхӳ, Аçтăрхан тата ытти воеводстисенчен тăнă. Воеводствăсене 1719 çултанпа провинци теме пуçланă. XVIII ĕмĕрте Хусан кĕперниĕнчен çĕнĕ тăватă кĕперне уйăрнă: Чулхула, Пенза, Чĕмпĕр, Аçтăрхан кĕпернийĕсем. 1781 çулта Хусан кĕпернинчен наместничество туса хунă. 1796 çулта вара каллех кĕперне ятне панă. Ку вăхăтра кĕперние çак уессем кĕнĕ:
- Хусан уесĕ
- Арск уесĕ
- Чикмĕ уесĕ
- Лаишевск уесĕ
- Мамадыш уесĕ
- Сĕве уесĕ
- Спасс уесĕ
- Теччĕ уесĕ
- Царевококшайск уесĕ
- Çĕрпӳ уесĕ
- Шупашкар уесĕ
- Чистай уесĕ
- Етĕрне уесĕ
1795 çулта Арск, Спасс тата Тетюш уесĕсем çухалнă, 1802 çӳлта вара вĕсене каллех туса хунă.