Хырла (юханшыв)
Википедири материал
Хырла (Хырлă), — юханшыв, Сĕвен сулахай юппи. Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнче пуçланать те Шăмăршă районĕн çурçĕр енчи çĕрĕсем тăрăх юхать те Тутарстанра Сĕвене юхса кĕрет. Пĕтĕмĕшле тăршшĕ 91,5 çухрăм, Чăваш Енри — 37,5 çухрăм. Пĕтĕмĕшле бассейн лаптăкĕ 1005 км2, Чăваш Енре — 510 км2.
Чи пысăк юпписем: Мăн Хырлапа (29,2 çухрăм) Кĕçĕн Хырла (17 çухрăм).
Хырла çинче Пăва хули ларать.