Цна (Мăкшă юппи)
Википедири материал
Цна, — Мăкшăн сулахай юппи. Юханшыв хĕрринче Котовск, Тамбов, Моршанск, Сасово хулисем вырнаçнă. Кисанпа Тамбов облаçĕсем тăрăх юхать.
Цна юханшывне нумай юханшыв юхса кĕрет: Кариан (тăршшĕ 48 çх), Липовица (52 çх), Вăрманçи Тамбов (89 çх), Челновăй (121 км), Кершăпа Хмелина (86 тата 49 çх), Кашма (111 çх), Мăн тата Кĕçĕн Ломовис (106 тата 66 çх), Серп (66 çх) тата ыттисем.
1912 çулта Тамбов çывăхĕнче Тамбов Енри чи пĕрремĕш ГЭСа никĕсленĕ.