Шаламов Варлам Тихонович
Википедири материал
Варлам Тихонович Шаламов (1907—1982) — совет прозаикĕ, сăвăç, совет лагерĕсем çинчен литературă çаврăнчăклăхĕсене çыраканĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет] Ачалăх, çамрăклăх
Варлам Шаламов 1907 çулта, çĕртме, 18 (утă, 1) Вологдăра турă ĕç çынни çемйинче çуралнă. Ашшĕ малутăмлă шутлă çын шутланнă. Амăшĕ вĕрентӳçĕ пулса ĕçленĕ. 1914 çулта гимназие вĕренме кĕнĕ, вĕренĕве революции хыççăн вĕçленĕ. 1923 çулта Мускава килнĕ, Кунцевăра сăран тăвакан савутра ĕçленĕ. 1926 — 1929 çулсенче МПУ-н совет прави факультетĕнче вĕреннĕ.
[тӳрлет] Пултарулăхĕ, культурă пулăмĕсенче хутшăнни
1932 ç. Шаламов Мускава таврăнать, Мускав хаçат-журналĕсенче ĕçĕсемпе пичетленме тытăнать. Темиçе калав кăларать. Пысăк ĕçĕ — «Три смерти доктора Аустино» калавĕ — «Октябрь» журналра (1936).
1951 ç. Ирĕке тухсан Шаламов литературă ĕçĕ-хĕлĕпе вăй хурать. Çыравçă «Колымские рассказы» 1954 — 1973 çулсенче шăратать. Уйрăм кăларăмпа калавсем Лондонра 1978 çулта тухаççĕ. СССР-та 1988—90 çулсенче çута тухаççĕ. Çыравçă хăй ĕçне 6 кĕнекене пайлать: «Колымские рассказы», «Левый берег», «Артист лопаты», «Очерки преступного мира», «Воскрешение лиственницы» и «Перчатка, или КР-2». Вăл Б. Л. Пастернакпа тĕл пулса калаçать. Каярахпа, Б. Пастернак Нобель премине илме килĕшмесен, вĕсен ĕмĕр сукмаккисем уйрăлса каяççĕ. «Колымские тетради» (1937—1956) сăвă пуххине туптать. 1956 ç. Шаламов Мускавра, малтан Гоголь бульварĕнче, 1950-мĕш çулсем вĕçĕнче — çыравçăсен йывăç çуртĕнче Хорошĕв шоссейĕнче (д. 10), с 1972 ç. — Васильевской урамĕнче (д. 2, корпус 6) пурăнать. «Юность», «Знамя», «Москва» журналсенче ĕçĕсене тĕнчене кĕртет, нумай Н. Я. Мандельштампа, А. И. Солженицынпа (тепĕртакран вĕсен калаçăвĕ сӳтсе-явмалли тавлашăва куçать) калаçать; франци чĕлхи специалисчĕ В. Н. Клюева профессор (Арбат урамĕ, 35) патне хăнана çӳрет. Прозăра та, сăвăсенче те (сборник «Огниво», 1961, «Шелест листьев», 1964, «Дорога и судьба», 1967, тата ыттисем те), Шаламов сталин лагерĕсенчи асап пурнăçа кăтартать, çаплах тата Мускав çинчен те (сăвăсен пуххи «Московские облака», 1972) çырать. 1960-мĕш çулсенче А. Галичпа паллашать. 1953 — 1979 Шаламов Инвалидсемпе ват çынсен çуртне пурăнма куçсан, ĕç-хĕл çырăвĕсене пухса пырать, вĕсене халиччен те тишкерсе çутта кăларса пыраççĕ.
[тӳрлет] Репресси
Кăрлач, 19 1929 г. Шаламова арĕсленĕ за участие в работе подпольной университетской типографии и виçĕ çуллăха лагере хупнă. Вишер лагерĕнче (Çурçĕр Урал) явап вăхăтне тӳснĕ.
Кăрлачра, 1937 ç. Шаламова каллех «революцине хирĕçле троцки енлĕ шухăш-ĕçшĕн» тытса хупнă. 5 çулллăха лагере янă, Колымара çак вăхăта тăсса тӳснĕ. 22 июня 1943 г. тепĕр хут сутласа советсене хирĕçле калаçнăшăн 10 çуллăха лартнă.
1951 ç. Шаламов лагерĕнчен ирĕке тухать, анчах Мускава таврăнаймасть. 1953 ç. Колымара фельдшер пулса ĕçлет.
[тӳрлет] Юлашки çулĕсем
[тӳрлет] Шаламов ĕçĕсене кинофильмсем çине çапни
- «Завещание Ленина» — Шаламов ĕçĕ тăрăх çапса кăларнă фильм 12-сыпăклă фильм.
- « Майор Пугачёвăн юлашки çапăçăвĕ» — Шаламовăн «Колыма калавĕсем» ĕçĕ тăрăх çапса кăларнă фильм.
[тӳрлет] Каçăсем
- Шаламов кĕнекисем, Шаламов çинчен сайте Вологдă облаçĕн универсаллă тĕпчев вулавăшĕ
- Варлам Шаламов сăввисем в Вырăс сăвăçлăхĕн антологийĕ
- Варлам Шаламов музей-çурчĕн сайт пайăрки
- Автор вулавĕн аудиоçырăвĕсем.
- Шаламов çинчен статьясем
- Валерий Есипов Пуç-шухăш ĕçĕ е чĕркуççиленсе ĕçлени? (Варлам Шаламов тата Александр Солженицын)
- Валерий Есипов «Вĕсем мана путăка тĕкеççĕ…»: Шаламов тата диссидентсем
- Марк Васильев Варлам Шаламов тата партин шалти 20-мĕш çулсенчи кĕрешĕвĕ
- Елена Волкова «Парадоксы катарсиса Варлама Шаламова»
- «Варлам Шаламов вилĕмĕ»