Шелепи Николай Иванович
Википедири материал
Шелепи Николай Иванович Тутарстанри Аксу районĕнчи Çĕнĕ Ӳсĕл ялĕнче 1891 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Çыравçă 1945 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Чăваш литературин паллă ĕçченĕ, пĕрремĕш Чăваш халăх сăвăçĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Хресчен ĕçĕпе пурăннă, Октябрь революцийĕ хыççăн ялта общество ĕçне хастар хутшăннă. Литература ĕçне 1905-1907 çулсенче пĕрремĕш революци тапхăрĕнче тытăннă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
"Çĕлен" ятлă аллегориллĕ пĕрремĕш сăввине 1907 çулта "Хыпар" хаçатра, цензура ан асăрхатăр тесе, "Тав" ятпа пичетленĕ. Унта сăвăç патша йĕркине питлет, ĕçхалăхне пусмăр тĕнчине аркатма чĕнет. 1912-1914 çулсенче "Ваçанкка", "Çарăмçанпа Хăнтăрçа" поэма, "Константинополь хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани" сăвăсем çырнă.