Элмет
Википедири материал
Элмет | |
Хула гербě![]() |
|
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Тутарстан |
Никěсленě: | |
Хула, çултан: | 1953 |
Халăх йышě, пин çын: | 140,7 (2001) |
Хула лаптăкě: | км2 |
Геогр. широти: | 54° 54' с. ш. |
Геогр. долготи: | 52° 16' в. д. |
Элмет, — Тутарстанри хула, Элмет районěн администраци вырнаçнă вырăн. 2001 çулта хулара пěтěмпе 140,7 пин çын пурăннă.
Хула Зай юхан шывěн сулахай çыранě çинче, Хусантан 279 çухрăмра вырнаçнă. Кунта "Татнефть" уçă акционер обществи вырнаçнă.
[тӳрлет] Истори
Хальхи Элмет хули вырăнĕнче XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Альмухамет мулла пĕчĕк ял никĕсленĕ. Вăл Бикчура хан йăхĕнчен тухнă. Çав хан Пăлхарти пĕр ăру пуçлăхĕ пулнă. Бату хан çарĕпе çапăçса пуçне хунă. 1761-1767 çулсенче халăха шута илнĕ чухне кунта пилĕк çемье кăна пурăннă. 1885 çулта 375 хуçалăх шутланнă, вĕсенче 1959 çын пурăннă. 1900 çулта 510 кил-çурта çитнĕ. Тутарсем, вырăссем, пушкăртсем тата еврейсем пурăннă. Кунти çынсем çăкăр пĕçернĕ, выльăх-чĕрлĕх сутнă, тĕрлĕ тавар турттарнă, лавккасем тытнă. Ун чухне пысăк промышленность предприятийĕсем аталанман. Шыв тата çил арманĕсем, çукăлармалли тата кĕрпе авăртмалли пĕчĕк заводсем пулнă.
Шкулсем те пулман, тутарсем ачисене мулла патĕнче вĕрентнĕ. Элмет ялĕнче 1912 çулта кăна вырăсла тата тутарла вĕрентекен шкул уçăлать. Сывлăха хӳтĕлес енĕпе те учрежденисем çирĕммĕш ĕмĕрте çеç уçăлнă. 1915-1916 çулсенче улăсри врач пункчĕ хута кайнă. Унта врач, фельдшер та акушерка ĕçленĕ.
Каярахпа халăха вĕрентесси хăвăрт аталанать. 1940 çулта 36 шкул пулнă, вĕсенче 7940 ача вĕреннĕ. Элметрен Аслă вăрçăна 17732 çын тăшманпа çапăçма кайнă. Вĕсенчен 8509 пуçне хунă. Вăрçă хыççăн ку таврашра пурнăç çĕнелет. 1948 çулта Ромашкино текен вырăнта пĕрремĕш нефть фонтанĕ çĕкленет. Ку пĕтĕм экономика ураланма пуçланине пĕлтерет. Аллăмĕш çулсен пуçламăшĕнче Элмет Тутарстан нефтяникĕсен тĕп хули пулса тăрать.
Аллă çул хушшинче Элмет хăватлă индустри центрне çаврăнать. Элмет таврашĕнче нефтяниксем кăна мар, машина тăвакансем, металлургсем, газовиксем, строительсем, çĕр ĕçченĕсем, выльăх ĕрчетекенсем йышлă, республика тата хула бюджетне тултарса пыраççĕ.