Элпи Валентина Андреевна
Википедири материал
Элпи Валентина Андреевна (чăн хушамачĕ Андреева), — çыравçă. 1913 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Тăвай районĕ) Кивĕ Пуянкасси ялĕнче çуралнă.
1940 çултанпа — КПСС членĕ, 1965 çултанпа — СССР ÇП членĕ.
1989 çулта Чăваш АССРăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçлĕ пулнă.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Малтан хăйсен ялĕнчи пуçламăш шкултан, унтан Вăрмар районĕнчи Кавалти сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. 1930 çулта Шупашкарти медицина техникумне вĕренме кĕнĕ, анчах ăна унтан вĕренсе тухма май килмен. Пĕр çулталăк хушши Вăрмар районĕнчи Пăртасри участок пульницинче медаппа пулнă. 1932—1934 çулсенче вăл Куславкка районĕнчи хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. 1934 çулта «Канаш» (хальхи «Хыпар») хаçат редакцине куçнă. 1936—1938 çулсенче хаçат редакцийĕсенче ĕçлеме хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ. 1938—1968 çулсенче Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Радиовещанипе телевидени комитетĕнче ачасем валли паракан передачăсен редакторĕ пулса ĕçленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Валентина Элпи çырăвĕсене ытларах пайĕпе ача-пăчасене халалланă. Çыравçăн малтанхи калавĕсем республикăри хаçат-журналсенче 1946 çулта пичетленме пуçланă.
Унăн ĕçĕсем çак кĕнекесенче пичетленсе тухнă:
- «Куçса çӳрекен çурт» (калавсем, 1956);
- «Вунтăваттă тултарас умĕн» (повесть, 1959),
- «Калавсем» (1960);
- «Çав кунсен чапĕ çухалмĕ» (драма, Г. Пласкинпа пĕрле çырнă, 1960);
- «Кочующий домик» (калавсем, Детгиз, 1960);
- «Эпĕ халь телейлĕ» (повесть, 1963);
- «Аппапа пĕрле» (Марииздат, 1963);
- «Тăрăр вăйă картине» (повестьпе калавсем, 1964);
- «Чĕнтĕрлĕ кĕпер» (повеçсем, 1967);
- «Юратнă мăшăрсăр» (повестьпе калавсем, 1983);
- тата ыттисем.
[тӳрлет] Рецензисем
В. Эльби пултарулăхĕпе тата кĕнекисемпе çак рецензисемпе статьясем паллаштараççĕ:
- В. Канюков — «Рассказы Валентины Андреевой» («Литература и жизнь», 73 №, 1958);
- В. Компанией, Б. Калир — «Самое главное — труд человека» («Литература и жизнь», 143 №, 1960);
- Г. Пилеш — «Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç» («Ялав», 9 №, 1961);
- В. Алендей — «Таник телей тупать» («Эпĕ халь телейлĕ» кĕнеке çинчен, («Коммунизм ялавĕ», 1963, июнĕн 4-мĕшĕ);
- М. Юрьев — «Ачасен тусĕ» (В. Эльби 50 çул тултарнă май, Вăрмар районĕнчи «Хĕрлĕ ялав» хаçат, 1963, декабрей 20-мĕшĕ).