Эстон чĕлхи
Википедири материал
Эстон чĕлхи — финн-угор йышне кĕрекен чĕлхе, Эстон халăхĕн чĕлхи. Чĕлхе кочĕ - et е est, (ISO 639 тăрăх). Чĕлхепе 1,1 миллион патнелле çын калаçать.
Çыруллăхĕ латин алфавичĕ çинче йĕркеленнĕ.
[тӳрлет] Фонологи
Эстон чĕлхинче 9 уçă, тата 14 хупă сасăсем пур. Эстон чĕлхин уйрăмлăхĕ шутне унта уçă сасăсем вăрăмăш енĕпе виçĕ тĕрлĕ пулни: кĕске, вăрăм тата вăтам. Пурте сассен версисем фонематикăллă.