Çěнтерӳ Кунĕ
Wikipediaри материал
Çĕнтерӳ кунĕ, — СССР Аслă Вăрçăра 1945 çулта фашистлӑ Германине ҫӗнтернине палӑртакан кун. Çу уйăхĕн 9 иртереççĕ, Раççейре канмалли кун шутланать.
Пĕрремĕш хут пысăккӑн 20 çул иртсен кӑна палăртнă, Çав çулах ку куна канмалли кун туса хунă. Кашни çул парад иртереççĕ. СССР саланнӑ хыççăн нумай çул парадсене иртермен, 1995 çулта кăна, вăрçăра çĕнтернине 50 çул çитсен, парад иртернĕ. Вăл çул хыççӑн вара кашни çул иртереççĕ.
Ку кун нумай çĕртре вӑрçӑ ветеранĕсем тĕл пулаççĕ, памятниксем патне веноксем хураççĕ, салют яраççĕ.