Алка Александр Егорович
Wikipediaри материал
Алга Александр Егорович (чăн хушамачĕ Бачков), — чăваш сăвăçи, çыравçи, драматургĕ, тăлмачĕ, критикĕ. 1913 çулхи чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. 1977 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче вилнĕ.
Вăрçă вăхăтĕнчи çапăçусенчи паттăрлăх кăтартнăшăн икĕ хутчен Тăван Çĕршыв ăрçин II степеньлĕ орденне, Хĕрлĕ Ялав орденне тата медальсене тивĕçнĕ. Литературăри пысăк çитĕнӳсемшĕн «Хисеп Палли», Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ. 1970 çулта «чăваш халăх сăвăçи» ятне панă.
1938 çултанпа СССР ÇП членĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Малтан хăйĕн ялĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн ăна ача çуртне куçарнă. Хусанти Чăваш техникумĕнче, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Красноармейски тата Çĕрпӳ районĕсенче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, Етĕрнери педагогика училищинче ĕçленĕ. 1939 çулта хĕсмете кайнă, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тăватă хут аманнă.
Вăрçă хыççăн «Ялав» журнал редакторĕнче Чăваш ÇП ертӳçинче, РСФСР ÇП секретарĕнче ĕçленĕ. 1963-1967 çулсенче ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Пĕрремĕш сăввисем 1931 çулта «Утăм» альманахра кун çути курнă. Александр Алга пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вăл сăвăсемпе поэмăсем, повеçсемпе роман çырнă.
Кĕнекисем:
- «Хĕвеллĕ ир» (Сăвăсем, 1940);
- «Тăватă çулталăк» (1947);
- «Сăвăсемпе поэмăсем» (1948);
- «Юлташпа юнашар» (Калавсем, 1955);
- «Хамăр ялсем» (поэма, 1956);
- «Легендăсем» (1960);
- «Çамрăксем» (1961);
- «Пурнăçпа вилĕм» (Повеçсемпе калавсем, 1966);
- «Хĕçпе çурла» (2 кĕнекеллĕ роман, 1968, 1973);
- «Хурама та хурăн» (повеç, 1979);
- «Мои земляки» (Ман тăвансем, поэма, вырăсла, 1959);
- «Вязы да березы» (Хурамасемпе хурăнсем, повеç, вырăсла, 1965);
- тата ыттисем.
Ю. Збанацкин «Çеçпĕл» романне, В. Шекспирăн «Гамлет» трагедине, А. Пушкин, М. Лермонтов, Т. Шевченко, Н. Некрасов çыравçăсен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.