Аслă Елчĕк
Wikipediaри материал
Аслă Елчĕк, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял. Елчĕкрен 5 çухрăмра, Канашран 80 çухрăмра, Шупашкартан 160 çухрăмра ларать.
Ялта вăтам шкул, чиркӳ, çыхăну уйрăмĕ, ача-пăча сачĕ, культура çурчĕ, ял вулавăшĕ пур.
[тӳрлет] Истори
1921 çулхи чӳк уйăхĕн 19 Тетюш уесне, каярах вара 1927-мěш çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Малтан Алькеево вулăсне, кайран вара, уессене пĕтериченех, Кĕçĕн Елчĕк вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхěн 1 Кĕçĕн Елчĕк районне кěнě. 1939 çулхи çу уйăхěн 19 хыççăн Елчĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхěн 20 хыççăн Патăръел районне, 1965 çулхи пуш уйăхěн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Елчĕк районне кĕрет.
Халап тăрах яла Пичурпа Патарш чăваш паттăрĕсем никĕсленĕ. Вĕсене ку çĕрсене Иван Грознăй Хусана илнĕ вăхăтра паттăрлăха катартнăшăн панă имĕш. Архив докуменчĕсем тăрах ку яла халĕ Куславкка районне кĕрекен Елчĕк ялĕнчен килнĕ çынсем никĕсленĕ. А Болотин переписĕ тăрăх 1587-1588 çулсенче вĕсене çак вырăнсенче çĕр уйăрса панă.
1719 çулта ялта 53 кил пулнă, 240 çын пурăннă. 1785 çулта 135 килте 324 çын пурăннă. 1858 çулта 146 килте 970 çын пурăннă. 1897 çулта 286 килте 1756 çын пурăннă. 1917 çулта ялта 384 кил пулнă, 2175 çын пурăннă. 2004 çул пуçламăшĕнче 714 килте 2429 çын пурăннă.
1858 çулта Аслă Елчĕк шучĕнче 2602 гектар çĕр, 431 гектар варман пулнă. 1885 çулхи документсем тăрăх кунта садсем нумай пулнă.
1958 çулта кунта радио кĕртнĕ, 1967 çулта яла электричество çитнĕ. 1998-2004 çулсенче яла газ кĕртнĕ.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине 528 çын тухса кайнă, 218-ĕшĕ вăрçăра пуçне хунă.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Агеев Владимир Иванович, — график, живописец.
- Волков Геннадий Никандрович, преподаватель, прозаик, публицист.
- Карлин Николай Сергеевич, сăвăç, кĕвĕç.