Чăваш Енĕн Куславкка районĕ
Wikipediaри материал
Куславкка районĕ, — Чăваш Енре çӳрçĕр енче, Атăл хĕрринче вырнаçнă район. 1927 çулхи авăнăн 5 туса хунă. Лаптăкĕ — 516,8 км2. Район ăшне Атăлти Криуши тата ытти утравсем кĕреççĕ. Хĕвелтухăç тата кăнтăр-хĕвелтухăç енче Тутарстан вырнаçнă. Кăнтăр тат кăнтăр-хĕвеланăç енче Вăрмар районĕ, хĕвел анăç енче — Çĕрпӳ районĕ, çӳрçĕр-хĕвеланăç енче Марпосад районĕ вырнаçнă. Çӳрçĕр енче кăнтăр еннеле 50 çухрăма район тăсăлнă, хĕвел анăç енчен хĕвел тухăç енне — 70 çухрăма. Район администрациĕ Шупашкартан 97 çухрăмра ларакан Куславкка хулинче вырнаçнă.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
1999 çул пуçламăшĕ валли районта 26,6 пин çын пурăннă, вăл шутра 12,9 пин (48%) — хула çыннисем, 13,7 пин (52%) — ял çыннисем. Ял çннисем 67 ялта пурăнаççĕ, вĕсенче кашнинче вăтамран 222 çын пурăнать. Халăх плотноçĕ 53,2 çын пĕр км2 çине. Пĕтĕм халăхăн шучĕнчен 70% ытла — чăвашсем.
1979 çулта ял çыннисен шучĕ 31,3 пин пулнă, 1989 çулта — 27,1 пин.
Хула çыннисем Куславкка хулинче пурăнаççĕ.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Алексеев Павел Алексеевич, — Хыпар хаçăтăн пĕрремĕш редакторĕсен пĕри.
- Алексеева Лариса Александровна, — спортсменка.
- Бубнов Юрий Александрович, — живописец, художник-реставратор.
- Бубнова Светлана Ивановна, — юрăçă.
- Вашки Иван Никифорович, — сăвăçă, прозаик, драматург, куçаруçă.
- Егоров Василий Георгиевич, — чăваш чĕлхине тĕпчекен, тюрколог.
- Иванов Валерий Павлович, — оперă юрăçи.
- Иевлев Михаил Иванович, — хирург.
- Ишутов Михаил Якимович, — копиист.
- Кириллов Сергей Александрович, — спортсмен.
- Кореньков Гаврил Алексеевич, — сăвăçă, куçăруçă.
- Краснов Николай Семёнович, — архитектор.
- Кубарев Эдуард Алексеевич, — политика çынни.
- Кузнецов Игнатий Максимович, — хирург.
- Мранька Никифор, — прозаик, драматург.
- Назыров Салих Сабирович, — архитектор.
- Орлов Александр Михайлович, — юрăçă.
- Осипов Пётр Николаевич, — писатель.
- Пашкова Надежда Николаевна, — спортсменка.
- Селиванова Зоя Павловна, — юрăçă.
- Смолин Анатолий Семёнович, — сăвăçă, куçăруçă.
- Стуриков Николай Андреевич, — вырăсла çыракан писатель, куçаруçă, журналист.
- Тимофеев Григорий Тимофеевич, — писатель-этнограф, фольклор пуçтараканĕ, вĕрентекен.
- Трубина Марфа Дмитриевна, — произаик.
- Ухсай Мария Дмитриевна, — прозаик, драматург.
- Фукс Александра Андреевна, — этнограф.
- Хури Макар Гордеевич, — сăвăçă.
- Чумакова Тамара Ивановна, — юрăçă.
- Шевле Михаил Васильевич, — политика çынни.
- Ырçем Ольга Ивановна, — актриса.