Бикулова Мария Григорьевна
Wikipediaри материал
Бикулова Мария Григорьевна, — драма актриси. 1919 çулхи авăнăн 25 Пăва уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) Лащ Таяпа ялĕнче çуралнă. 1985 çулхи юпа уйăхĕн 3 Шупашкарта вилнĕ. 1980 çулта ăна Чăваш АССРăн халăх артисчĕ ятне панă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1936-1942 çулсенче куçакан иккĕмĕш колхоз театрĕнче вылянă. 1943-1947 çулсенче ГИТИСра вĕреннĕ. Чăваш академи театрĕнче ĕçленĕ. 1961 çултанпа Чăваш республикин пукане театрĕнче ĕçлесе çĕр ытла роль вылянă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Хăйĕн вылаякан рольсенче вылянă вăхăтра Мария Букилăва хăй пуканесемпе лайăх ертсе пырасси пултарулăхне кăтартнă.
Чи лайăх ĕçĕсем:
- Амаçури (Е. Шварцăн "Золушка");
- Чиква (Ю. Елисеевăн "Сэмбо");
- Сопылах (Г. Стефановăн "Икĕ ывăл")
- тата ыттисем.