Шупашкар
Wikipediaри материал
Шупашкар | |
Хула гербě |
|
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Чăваш Ен |
Никěсленě: | 1469 |
Хула, çултан: | 1781 |
Халăх йышě, пин çын: | 460,2 (2002) |
Хула лаптăкě: | км2 |
Геогр. широти: | 56° 04' |
Геогр. долготи: | 47° 10' |
Шупашкар — Чăваш Республикин тĕп хули. Шупашкарта пĕтĕмпе 460,2 пин çын (2002 çулхи перепись тăрăх) пурăнать.
Шупашкар Чулхулапа Хусан хулисем хушшинче, Атăл юхан шывăн сылтăм çыранĕ çинче вырнаçнă. Шупашкар виçĕ район çине пайланать: Калинин районĕ, Ленин районĕ, Мускав районĕ тата Атăл лешенчи çĕр управлениĕ.
Шупашкартан инçе мар унăн хула-спутникĕ Çĕнĕ Шупашкар вырнаçнă. Унта пĕтĕмпе 125 пин çын пурăнать. Шупашкар кунĕ: çурла уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕ.
Шупашкар хулинчен аякрах мар Атăл тăрăх кайсан Çĕнĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка хулисем вырнаçнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Чăваш Енĕн тĕп хули
1920 çулта Шупашкар Чăваш автономлă облаçĕн тĕп хули пулса тăрать. 1925 çулхи ака уйăхĕн 21 Чăваш автономлă облаçе Чăваш АССРĕ çине куçарнă. Шупашкар Чăваш АССРăн тĕп хули пулса тăнă.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Тĕплĕнренрех Шупашкар историйĕ статьяна вулăр.
Сăмахĕ икĕ пайран тăрать: Шупаш тата кар (карса çирĕплетес), карман сăмахран ĕнтĕ. Шупашкар тени чăваш карманĕ (крепоçĕ) тенине пĕлтерет. Унсăр пуçне Шупашкар хулине Шупаш ятлă паттăр чăваш е чăваш кнеçĕ никĕслени çинчен каланă халап пур.
Шупашкар вырăнĕнче малтан тата пăлхарсен Вăта Сăвар хули пулнине çирĕплетсе калаççĕ. Апла пулсан та хулана 1469 çулта никĕсленĕ тесе палăртаççĕ. Ку çулта вырăс летопиçĕ тăрăх хулара Хаяр Иван чарăннă.
Хулан хӳтлĕхĕ пулнă. Пăлхавçăсем ăна темиçе хут та çунтарса янă, юлашки хут çунса кайнă хыççăн ăна урăх хăпартман.
[тӳрлет] Хула администрацийĕ
Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Емельянов Николай Иванович.
Вĕрентÿ ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ Кудряшов Сергей Владимирович
[тӳрлет] Вĕренӳ заведенийĕсем
- И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ
- И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ
- Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ
[тӳрлет] Скверсемпе парксем
Шупашкар XX ĕмĕр пуçламăшĕнчех симĕс хула пулнă. Хула урамĕсенче йывăçсем нумай пулнă пулин те, ятарласа илемлетме лартнă ӳсен-тăрансем пулман. 1930 çулчен пачах та урамсене хитрелетмен.
Лапамсем:
- Ярмарка лапамĕ
- Хĕрлĕ лапам
- Республика лапамĕ
- Çĕнтерӳ лапамĕ
Парксем:
- Н.К. Крупская ячĕллĕ парк
- Ача паркĕ
- «Шупашкар:500 çул» культурăпа кану паркĕ
- А.Г. Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕ
Скверсем:
- К. В. Иванов ячĕллĕ сквер
- В.И. Чапаев ячĕллĕ сквер
[тӳрлет] Хисеплĕ гражданинĕсем
- Давыдов-Анатри Василий Иванович — сăвăç.
- Егорова Валентина Михайловна — спортсмен.
- Юрьев Элли Михайлович — графика енĕпе ӳкерекен художник.
- Николаев Андриян Григорьевич — космонавт.
- Николаева Елена Николаевна - спортсмен.
[тӳрлет] Тăванла хулисем
Шупашкарăн 3 тăванла хулисем: