Васильева Галина Сергеевна
Wikipediaри материал
Васильева Галина Сергеевна, — балет артистки. 1947 çулхи çурла уйăхĕн 14 Шупашкарта çуралнă.
1970 çулта Чăваш АССРăн тава тивĕçлĕ артистки, 1980 çулта Чăваш АССРăн халăх артистки ячĕсене тивĕçлĕ пулнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Галина Васильева 1958-1966 çулсенче А.Я. Ваганова ячĕпе хисепленсе тăракан Ленинградри хореографи училищи çумĕнчи пĕрремĕш чăваш балет студиĕнче ăс илнĕ. 1966 çултанпа вăл Чăваш кĕвĕ театрĕн (халĕ оперăпа балет театрĕ) солистки пулнă.
[тӳрлет] Партиĕсем
- Сарпике, Анита ("Арçури");
- Эльпике ("Чудесная вышивальщица");
- Одетта-Одилия, Маша, Жизель, Китри, Лиза ("Тщетная предосторожность");
- Ева ("Сотворение мира");
- тата ыттисем.