Давыдов-Анатри Василий Иванович
Wikipediaри материал
Давыдов-Анатри Василий Иванович, — сăвăç. 1917 çулхи раштавăн 26 Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи Первомайски салинче çуралнă.
1958 çултанпа СССР сыравçисен перлешĕвĕн членĕ. 1967 çулта Чăваш АССРĕн тата РСФСРăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ячĕсене тивĕçлĕ пулнă. 1990 çулта Чăваш АССРĕн халăх сăвăçи ятне панă. Шупашкар хулин чаплă хражданинĕ.
«Халăхсен туслăхăшĕн» орденне тивĕçлĕ пулнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Первомайскинчи çичĕ çул вĕрентекен шкулта, хаçат ĕçченĕсен чăваш областьĕн шкулĕнче, Шупашкарти вĕрентекенсен институчĕнче вĕреннĕ.
1940-1941 çулсенче вăрçăра пулнă.
Первомайски район хаçачĕн редакторĕ, Чăваш АССР министрсен канашĕн çумĕнчи радиоинформаци комитечĕн председатель çумĕ, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ, Чăваш АССРĕн çыравçисен пĕрлешĕвĕн илемлĕ литературăн укетленӳн бюровĕн заведующиĕ вырăнĕсенче ĕçленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Кĕвĕçĕсем унăн сăввисем çине нумай юрă хывнă.
40 кĕнеке патнелле пичетленсе тухнă, вĕсенчен 10 вырăс чĕлхи çинче тухнă.