Егорова Валентина Михайловна
Wikipediaри материал
Егорова Валентина Михайловна, — спортсмен. 1964 çулхи нарăсăн 18 Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче çуралнă. 1988 çулта ăна çăмăл атлетикăн пĕтĕм тĕнче класслă СССРăн спорт мастерĕ ятне панă. 1992 çулта ăна çавăн пекех тава тивĕçлĕ СССР спорт мастерĕ ятне панă. Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн орденĕн иккĕмĕш шайне тивĕçлĕ пулнă.
Шупашкарпа (1995) Токио (1996) хулисен хисеплĕ гражданинĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Шупашкарти спорт мастерĕсен аслă шкулĕнче вĕреннĕ. 1997 çулта Волгоградри физкультура институтне вĕренсе тухнă.
[тӳрлет] Çĕнтерĕвĕсем
Марафонла чупассипе:
- 1988 çулхи СССР кубокне çĕнсе илнĕ;
- 1991 çулхи Тĕнче кубокне çĕнсе илнĕ;
- 1991 çулхи Тĕнче кубокĕнче парне çĕнсе илнĕ;
- 1991 çулхи Европа чемпионачĕнче парне çĕнсе илнĕ;
- 1992 çулхи 25 çуллахи олимп вăййисенче чемпион пулнă;
- 1992 çулхи Тĕнче кубокне çĕнсе илнĕ;
- 1994 çулта Раççей рекордне лартнă.
- 1995 çулхи Тĕнче кубокĕн чемпион пулнă;
- 1995 çулхи Тĕнче чемпионачĕнче парне çĕнсе илнĕ;
- 1996 çулхи 26 çуллахи олим вăйисенче кĕмĕл çĕнсе илнĕ;