Илпек Микулай
Wikipediaри материал
Ильпек Микулай (чăн ячĕ Ильбеков Николай Филлипович), — çыравçă, тăлмач. 1915 çулхи çу уйăхĕн 19 Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнчи Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. 1981 çулхи çу уйăхĕн 12 Шупашкарта вилнĕ.
1948 çултанпа СССР ÇП членĕ. 1970 çулта Чăваш АССРĕн халăх çыравçи ятне тивĕçнĕ.
Вăрçăра Тăван Çĕршыв вăрçин 2 степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тата медальсене тивĕçнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Патăрьел педагогика техникумне, Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ.
Тăван Çĕршыв Аслă вăрçине хутшăннă, дивизи хаçачĕн редакторĕ пулнă. Çартан таврăнсан, чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ тата Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн секретарĕ пулнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Сăвă-калав çырма Шупашкар педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухне пуçланă. Çирĕме яхăн кĕнеке тухнă. Чи сулмакли — икĕ томлă «Хура çакăр» роман. Вăл вырăсла, болгарла тата ытти чĕлхесем çинче те тухнă.
Ильпек Микулай чăвашла Гоголь, Горький, Чехов, Франко, Вазов çырнисене куçарнă.
Çавăн пекех Петĕр Хусанкай, Семен Элкер, В. Митта тата ытти çыравçăсен пултарулăхĕ çинчен статьясем çырнă.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем: