Кăлкан Александр Дмитриевич
Wikipediaри материал
Кăлкан Александр Дмитриевич (чăн хушамачĕ Антонов), — сăвăç, драматург, тăлмач. 1911 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче Тутарстанăн Пăва районĕнчи Çĕн Мертлĕ ялĕнче çуралнă. 1988 çулхи чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
1940 çултанпа СССР ÇП членĕ. 1945 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ. «Хисем палли» орденне тивĕçнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Хусанти Чăваш педагогика техникумĕнче тата педагогика институтĕнче, Мускаври литература аслă курсĕнче пĕлӳ илнĕ. Ачасене шкулта вĕрентнĕ.
Шупашкара килсен, 1935 çулта çыравçăсен пĕрлешĕвĕнче ĕçлеме пуçланă. «Хатĕр пул» журналăн редакторĕ пулнă. «Пионер сасси» хаçат редакциĕнче ĕçленĕ. Ӳнер управлениĕнче вăй хунă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Вăл сăвăсем, юптарусем, пьесăсем çырнă. «Алим», «Анисса», «Авлантарчĕç», «Маргарита тавăрать» тата ытти пьесăсен пĕлтерĕшĕ халĕ те чакман.
Александр Калкан çавăн пекех нумай куçарнă. Çав шутра В. Шекспир, А. Островский, Н. Гоголь, Н. Погодин тата ыттисен пьесисем те пур.
Пичетленсе тухнă кĕнекесем:
Вырăсла тухнă кĕнекесем:
- «Басни» (Юптарусем, 1966);
- «Лето красное» (Хитре çу);
- татаыттисем