Кириллов Тарас Киррилович
Wikipediaри материал
Кириллов Тарас Киррилович, — сăвăç. 1880 çулхи нарăсăн 12-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Çеçмер ялĕнче çуралнă. 1921 çулта çĕре кĕнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Шупашкар районĕнчи Ишек ялĕнчи шкулта вĕреннĕ. Хусанти вĕрентекенсене хатĕрлекен семинарирен веренсе тухнă. Шкулта ачасене вĕрентнĕ. Пуп ĕçне те тума тивнĕ. Литературăпа интересленсе кайнă хыççăн хăй те сăвă çырма пуçланă. Хресчен хăйĕн ĕçĕ çинчен хывнă юрăсем ятлă сăвă ярăмĕ çуралнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Тарас Кирилловăн Хусанта çăк кĕнекесем тухнă:
- «Тырă пулнă çул» (поэмăсем);
- «Пулăшăр» (поэмăсем);
- «Салтак арăмĕ»;
- «Вăрçă çинчен хывнă юрăсем»;
- тата ыттисем.