Чăваш Енĕн Красноармейски районĕ
Wikipediaри материал
Красноармейски районĕ, — Чăваш Енĕн çурçĕр енче вырнаçнă район. 1935 çулхи кăрлачăн 9 туса хунă. Çурçĕр енче Шупашкар районĕпе, кăнтăрта Канашпа Вăрнар районĕсемпе, хĕваланăç енче Елĕкпе Муркаш районĕсемпе тата çӳрçĕр-хĕвелтухăç енче Çĕрпӳ районĕпе юнашар вырнаçнă. Чăваш Енре лаптăкĕпе чи пĕчĕк район шутланать. Унăн лаптăкĕ 456,3 км2. Çӳрçĕртен кăнтăралла 29 çухрăма тăсăлать, хĕвеланăç енчен хĕвелтухăç енне — 28 çухрăм. Район администрациĕ Шупашкартан 58 çухрăмра Красноармейски ялĕнче вырнаçнă. Ку ялăн ĕлĕкхи ячĕ - Трак.
Тупмалли |
[тӳрлет] Çурçанталăк
[тӳрлет] Халăх
1999 çулта районта 18,5 пин çын пурăннă. 1979 çулта — 22,3 пин, 1989 çулта — 19,7 пин. 98% чăвашсем. Районта 89 ял вырнаçнă. Чи пысăккисем: Именкасси, Мăн Шетмĕ, Упи, Алманч, Карай, Чатукасси.
[тӳрлет] Çул-йĕр
[тӳрлет] Культура
Районта 33 вĕрентӳ учреждениĕ вырнаçнă, 2 ӳнер шкулĕ, 2 музей, 23 библиотека, 48 клуб.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Абрамов Яков Абрамович, — Раççейĕн 1 Патшалăх Думин депутачĕ
- Алексеев Леонтий Алексеевич, — журналист.
- Андреев Филипп Андреевич, — çыравçă, сăвăçă.
- Архангельский Николай Александрович, — тĕн çынни, этнограф, краевед.
- Афанасьев Сергей Германович, — спортсмен.
- Васильев Владимир Васильевич, — Совет Союзĕн паттăрĕ.
- Виръял Юрий Петрович, — сăвăçă, куçаруçă.
- Владимиров Клементий Владимирович, — живописец.
- Егоров Николай Григорьевич, — живописец.
- Кириллов Тарас Кириллович, — сăвăçă, публицист, куçаруçă.
- Лукин Филипп Миронович, — композитор.
- Мĕтри Ваçлейĕ, — чăваш сăвăçи, прозаик.
- Нестерева Зоя Алексеевна, — çыравçă.
- Николаев Георгий Николаевич, — текстиль художникĕ.
- Петров Вениамин Филиппович, — медицина ăçлăлăхĕсен тухтăрĕ.
- Петров Виталий Егорович, — юрăçă.
- Петров Николай Петрович, — филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, академик.
- Романов Борис Александрович, — сăвăçă.
- Саментер Юрий Семёнович, — сăвăçă, куçаруçă.
- Спасов Лука Семёнович, — политика ĕçченĕ.
- Трофимов Прохор Трофимович, — прозаик.
- Фёдорова Раиса Фёдоровна, — актриса.
- Харитонов Владимир Егорович, — сăвăçă, прозаик.
- Юмарт Геннадий Фёдорович, — сăвăçă, куçаруçă, фольклор пухаканĕ.
- Юрьев Михаил Иванович, — сăвăçă, литература критикĕ, журналист, куçаруçă.
- Юрьев Элли Михайлович, — живописец, график, дизайнер.
- Яковлев Василий Яковлевич, — журналист, кулăшла çыравçи, куçăруçă.
- Яккусен Пётр Яковлевич, — сăвăçă.
- Янкас Нестер Кириллович, — сăвăçă, прозаик, куçăруçă.
Чăваш Ен районěсем | |
---|---|
Вăрмар районĕ | Вăрнар районĕ | Елчĕк районĕ | Етĕрне районĕ | Йĕпреç районĕ | Канаш районĕ | Комсомольски районĕ | Красноармейски районĕ | Куславкка районĕ | Муркаш районĕ | Патăръел районĕ | Пăрачкав районĕ | Сĕнтĕрвăрри районĕ | Çĕмĕрле районĕ | Çĕрпӳ районĕ | Тăвай районĕ | Улатăр районĕ | Хĕрлĕ Чутай районĕ | Шăмăршă районĕ | Шупашкар районĕ | Элĕк районĕ |