Клементьев Александр Клементьевич
Wikipediaри материал
Клементьев Александр Клементьевич, — прозаик, сăвăç. 1925 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Тенеяль ялĕнче çуралнă. 1993 çулта Шупашкарта çĕре кĕнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Ялти шкул хыççăн Канашри фельдшер шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. 1943 çулта çара кайнă. Санинструктор пулнă. Çартан таврăнсан, Вăрнар санаторийĕнче лаборант пулса ĕçленĕ. Кайран ачасене чăваш чĕлхипе литературине верентме кӳленнĕ. Сăвăсем çырма пуçланă.
Шупашкар педагогика институтĕнче тата Мускав литература институтĕнче заочлă майпа вĕреннĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Темиçе кĕнеке тухнă:
- «Тантăшсене» (1956);
- «Телей сунатăп»;
- «Илемлĕ чĕреллисем» (1961);
- «Атăл хумхансан» (1963);
- «Вунçиччĕрисем» (1966);
- тата ыттисем.