Лосманов Виссарион Петрович
Wikipediaри материал
Лосманов Виссарион Петрович, — энтомолог, лěпěш пухаканě тата вěсене тěпчекенě. 1935 çулхи юпа уйăхěн 20 Чăваш Енěн Çěрпӳ районěн Мамликасси ялěнче çуралнă. 1968 çулта ВЗПИ политехника институтěнчен куçăмсăр майпа вěренсе тухнă. 1965 çултанпа çăмăл промышленноçри технологи хатěрне юсакан конструктор бюровěнче пуçлăх пулса ěçленě.
Хурт-кăпшанкăпа мěн пěчěкренех интересленнě, 1970 çулсенчен пуçласа ку ěçе анлăн пикеннě. 20 çул ытла Чăваш Енре тата Раççěйпе Ази тăрăхěнче хурт-кăпшанкă пуçтарса çӳренě.
РĂА вырăс энтомологи пěрлешěвěн членě. 1997 çулта Шупашкарта иртнě Республикăн пěрремěш энтомологи конференцине хутшăннă. 1984 çултан унăн лěпěшпе хурт-кăпшанкă пуххине Чăваш Енре тата Раççейри ытти хутлăхра кăсăкланса йышăннă.