Люксембург (хула)
Wikipediaри материал
Люксембург | |
Хула гербě |
|
Патшалăх: | Люксембург |
---|---|
Регион: | |
Никěсленě: | 963 |
Хула, çултан: | 1244 |
Халăх йышě, пин çын: | 76,42 (2005) |
Хула лаптăкě: | 51,24 км2 |
Геогр. широти: | 49°36′42″ ç. ш. |
Геогр. долготи: | 6°7′48″ х.т. д. |
Люксембург, — пĕчĕк Аслă Герцогство Люксембург патшалăхĕн тĕп хули. Лаптăкĕ 51,24 çух².
[тӳрлет] Халăхĕ, чĕлхи, тĕнĕ
Люксембург сахал çын пурăнать, кунта çĕршывăн виççĕмĕш пайĕ, 75 пин çын пурăнать: нимĕçсем тата французсем. Кашни халăх хăйĕн чĕлхипе калаçма ирĕклĕ. Кусемсĕр пуçне, люксембург чĕлхи те пур. Вăл нимĕç чĕлхин рейнçи диалекчĕ шутланать, франци чĕлхинчен илнĕ сăмахсем унта нумай. Акăлчан чĕлхи анлă сарăлнă. Хулари çынсем ытларах енĕпе католиксем шутланаççĕ.
[тӳрлет] Истори
Люксембург çинчен пĕрремĕш хут çырусенче 963 çулта асăннă. Хула ятне 1244 çулта илнĕ. Хула темиçе хут алăран алла куçнă. 1606—1684, 1697—1724 çулсенече хула Испани çĕрĕ шутланнă, 1684—1697, 1794—1815 çулсенече Францине кĕнĕ, 1714—1794 çулсенече Австри аллинче пулнă. 1815 çулта хула ирĕклĕх çĕнсе илнĕ. Пĕрремĕш тата Иккĕмĕш тĕнче вăрçисем вăхăтĕнче хулана Германи тытса хупăрланă. Вăрçă хыççăн питĕ хăвăрт аталаннă, халĕ вăл Европăри хаклă хула шутланать.