Мурашковский Владимир Григорьевич
Wikipediaри материал
Мурашковский Владимир Григорьевич, — сăвăç, çыравçă, тăлмач. 1933 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Харьков хулинче çуралнă.
1983 çултанпа СССР ÇП членĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Шупашкарта «Çамрăк коммунист» хаçатăн литература ĕçченĕ, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ, «Советская Чувашия» хаçатăн корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Унăн çак кĕнекесем тухнă:
- «Сказки» (Юмахсем, 1961);
- «Стрижи» (Вĕршĕнсем, 1969);
- «Кремень и кресало» (Вутчульпе кресало, 1979);
- «Последняя повозка» (Юлашки урапа, 1987);
- тата ыттисем.
Вăрçăра пуçĕсене хунă çамрăк сăвăçсен сăввисене вырăсла куçарас ĕçе ертсе пынă. Çапла вара «Сердце, пробитое пулей» (Пульăпа шăтарнă чĕрем) кĕнеке тухнă.
Çавăн пекех вăл чăваш çыравçисен ĕçĕсене вырăсла куçарать.