М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕ
Wikipediaри материал
М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕ (МПУ), (малтан Мускаври император университечĕ), — Раççейре тата Мускавра пĕрремĕш вырăнта тăракан университет, чи ватă университетсенчен пĕри.
Университета Елизавета патша хушнипе 1775 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче Мускав хулинче М. В. Ломоносовпа И. И. Шувалов граф тăрăшнипе никĕсленĕ. Татьяна кунĕ (кăрлачăн 25-мĕшĕ) МПУ çуралнă кунĕ шутланать.
1940 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче университета М. В. Ломоносов ятне панă. Университет уйрăмĕсем Севастопольте, Казахстанра, Пущинăра, Черноголовкăра вырнаçнă. МПУн ăслăлах вулавăшĕ — Раççейри чи пысăк вулавăшсенчен пĕри.
Университет çумĕнче ĕçлеççĕ:
- Д. Н. Анучин ячĕллĕ ăслăлахпа тĕпчев институчĕ тата антропологи музейĕ
- Çĕр вĕрентĕвĕн ăслăлăхпа тĕпчев музейĕ
- Зоологи ăслăлăхĕпе тĕпчев музейĕ
- МПУ кун-çулĕн музейĕ
- Чи ватă Ботаника сачĕ
- МПУ архивĕ
1992 çулта МПУ ректорĕ вырăнне В. А. Садовничий академик йышăннă.
[тӳрлет] Факультечĕсем
- Механикăпа математика факультечĕ.
- Шутлав математикипе кибернетика факультечĕ
- Физика факультечĕ.
- Хими факультечĕ.
- Материалсем çинчен вĕрентекен ăслăлăхсен факультечĕ.
- Биологи факультечĕ.
- Медицина никĕсĕн факультечĕ.
- Биоинженерипе биоинформатика факультечĕ.
- Тăпра пĕлĕвĕн факультечĕ
- Геологи факультечĕ.
- Географи факультечĕ.
- Истори факультечĕ.
- Филологи факультечĕ.
- Аслă пĕлӳ илме хатĕрлекен факультечĕ
- Философи факультечĕ.
- Экономика факультечĕ.
- Юридици факультечĕ.
- Журналистика факультечĕ
- Психологи факультечĕ.
- Азипе Африкăри патшалăхсен институчĕ.
- Социологи факультечĕ.
- Ют çĕршыв чĕлхисен факультечĕ.
- Бизнесăн аслă шкулĕ.
- Мускав экономика шкулĕ
- Тĕнчери мăн улшăнусен факультечĕ.
- Мускав университечĕн Хура Тинĕс хĕрринчи уйрăмĕ. (Севастополь хулинче)
- Мускав университечĕн Казахстанри уйрăмĕ. (Астана хулинче)
- МПУн ятарлă вĕренӳпе ăслăлăх центрĕ.
- Тĕнче политикин факультечĕ.
- Пĕлӳ ӳстермелли факультет.
- Тăлмачсен аслă шкулĕ (факультечĕ)
- Патшалăх тытăмĕн факультечĕ.
- Патшалăх ĕçĕсене туса пыма вĕрентекен аслă шкул (факультет)
- Ӳнер факультечĕ.
- Университетăн Черноголовка хулари Мускав тулашĕнчи уйрăмĕ.
- Университетăн Пущино хулари Мускав тулашĕнчи уйрăмĕ.
1946-1951 çулсем хушшинче Мускав тулашĕнчи Долгопрудный хулинче МПУн физикăпа техника факультечĕ ĕçленĕ. Халĕ вăл — Мускаври физикăпа техника институчĕ (Патшалăх Университечĕ) ятлă.
[тӳрлет] МПУ ректорĕсем
- Логунов Анатолий Алексеевич, — физик-теоретик, академик.
- Садовничий Виктор Антонович, — математик, академик.