Пĕчĕк Кăканар
Wikipediaри материал
Пĕчĕк Кăканар, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Ялта 112 çын (2006) пурăнать. Икĕ урам — Свердлов тата Плеханов урамĕсем.
[тӳрлет] Истори
1917 çулчен Етĕрне уесĕн Асакасси вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.